Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хӗрлӗ Пылчӑк, Кивӗ Шӑмӑршӑ

Хӗрлӗ Пылчӑк

Пирӗн ял вӑрман хӗрринчен куҫса ларнӑ. Чи малтанах икӗ пӗр тӑван, Сахатирпе Пахатир, куҫса ларнӑ. Вӗсен шӑллӗ Михапар тетӗшӗсем хыҫҫӑн куҫса ларнӑ. Вӗсен ашшӗпе пӗртӑван ачисем тӑваттӑн пулнӑ. Вӗсем те тӑваттӑшӗ ҫак тӑванӗсем хыҫҫӑн куҫса килнӗ. Вӗсен ячӗсем: Ештирек, Чентирек, Самали, теприн ятне астӑваймастӑп, Пурӗ ялта ҫичӗ килӗ ларнӑ. Ҫак ҫичӗ килӗ пӗр тӗле ларман, тӗллӗн-паллӑн ларнӑ пулнӑ, юнашар ларма вут-кӑвартан хӑранӑ. Вӗсем вӑрман хӗрринчен мӗншӗн куҫса ларнӑ-ха?
Вӗсене вӑрман хӗрринче пурӑннӑ чухне питӗ таркӑнсем тарӑхтарса ҫитернӗ: выльӑхӗсене вӑрланӑ, ҫурчӗсене ҫунтарнӑ, ҫыннисене вӗлернисем те пулнӑ. Вара ҫак ҫичӗ килӗрен ял ӳснӗҫемӗн ӳссех пынӑ.
Пирӗн ялӑн малтанхи ячӗ Хӗрлӗ Пылчӑк пулнӑ. Ҫак чӑвашсем хӗрлӗ тӑпраллӑ вырӑнтан куҫса кайнипе Хӗрлӗ Пылчӑк тенӗ. Вӗсене Хӗрлӗ Пылчӑк чӑвашӗсем тенӗ.

1977 ҫ. ЧР Шӑмӑршӑ р-чи Хӗрлӗ Васанра
О.П. Антоновӑран Г.М. Антонова ҫырса илнӗ.-
ЧПГӐИ ӐА, III, 658, 105-107 л.

Хӗрлӗ Пылчӑк

Пирӗн ял ӗлӗк вӑрман хӗрринче, Чикӳллӗ Шӑмӑршӑн хӗвел тухӑҫ енчи вӗҫӗнче, вырнаҫнӑ пулнӑ. Вӑл ун чухне Кивьял ятлӑ пулнӑ. Вӑрӑсем ытла та тарӑхтарса ҫитернипе ял ҫыннисем вӑрман хӗрринчен хирелле куҫса ларма шутлаҫҫӗ. Хӑш енне ларсан авантарах-ши тесе шутлама тытӑнаҫҫӗ. Шутлаҫҫӗ-шутлаҫҫӗ те – юлашкинчен ӗлӗкхи йӑлапа вӑкӑр кӑларса яраҫҫӗ. Вӑкӑрӗ ӑҫта кӗрсе выртать, ҫавӑнта ял лармалла теҫҫӗ. Вӑкӑрӗ хӗвел ҫинче ҫӳренӗ хыҫҫӑн хӑмӑшлӑх ӑшне, самай йӳҫлӗх ҫӗре кӗрсе выртать тет.
Халӗ ҫав йӳҫлӗх вырӑна Ҫӗхре теҫҫӗ. Вара, чӑнах та, пулас ял ҫавӑнтан пуҫланнӑ тет.

1977 ҫ. ЧР Шӑмӑршӑ р-чи Хӗрлӗ Васанра
К.Д. Семеновӑран Г.М. Антонова ҫырса илнӗ.-
ЧПГӐИ ӐА, III, 658, 104-105 л.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Alexey тӳрлетнӗ, информацие 2017-03-31 09:26:53 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1483 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем